Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сессие чӑвашла ирттерме май пур-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 01.08.2013 21:58 | 1754 хут пӑхнӑ

Паян чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов, Олег Мешков вице-спикер тата Николай Маловпа Игорь Кушев депутатсем журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫӑвӑн тӗп теми Чӑваш Патшалӑх Канашӗн черетлӗ тапхӑрне сӳтсе явасси пулчӗ. Астӑвакансем каланӑ тӑрӑх, кун пек мелпе тӗлпулу йӗркелени унччен пулман. Калаҫӑва спикер журналистсене республикӑн саккунсем кӑларакан органне тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунинчен пуҫларӗ.

Тӗлпулӑва пынӑ МИХсен ӗҫченӗсенчен депутатсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫивӗч ыйту самай парасса кӗтнӗн туйӑнчӗ. Ҫапах та, ӗҫтешӗмсем ан кӳренччӗр те, анчах «шӑллӑ» ыйту хускатакансем сахалрах пулчӗҫ. Кӑсӑклӑраххисен шутне, ман шутпа, «халӑх тарҫисене» тӗрлӗ блогра, Интернет-кӑларӑмсенче хурланине вӗсем епле йышӑнни; мӗншӗн хӑш-пӗр депутат сесси вӑхӑтӗнче ҫине-ҫинех сӑмах калани, теприсем вара ҫӑвара шыв сыпнӑн ларни пирки; саккун проекчӗсене ытларах чух Чӑваш Ен Элтеперӗ сӗнни депутатсем пуҫаруллӑ маррине пӗлтермест-и; парламентӑн пӗр-пӗр сессине чӑвашла ирттерме шухӑшламастӑр-и тесе кӑсӑкланнине тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр саманта кӗртмелле-тӗр.

Чӑвашла ирттересси пирки каласан, «маншӑн, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, кунта пурӑнакан, ялан чӑвашла калаҫакан ҫыншӑн (ҫемьере ман виҫӗ ача, виҫҫӗшӗ те чӑвашла калаҫаҫҫӗ, арӑмпа та чӑвашла калаҫатпӑр) чӑвашла калаҫма, ертсе пыма питӗ ҫӑмӑл, кӑмӑллӑ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗнпе юнашар ытти чӗлхепе калаҫакан ҫынсем лараҫҫӗ. Патшалӑх Канашӗн сессине ирттернӗ вӑхӑтра ҫавӑнпа та вырӑслах калаҫмалла пуль тесе шухӑшлатӑп», — тесе хуравларӗ Юрий Попов. «Чӑвашла вӗрентмелле вӗсене», — тесен Юрий Алексеевич ирӗксӗр вӗрентме май ҫуккине: кашнин хӑйӗн кӑмӑлӗ пулнине палӑртрӗ. Тӗслӗх вырӑнне спикер РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Алена Аршиновӑна илсе кӑтартрӗ — калаҫӑва хайхи чӑвашла пуҫлать иккен. Апла тӑк вӗренесси ҫынтан, унӑн кӑмӑлӗнчен килет. "Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑх чӑваш чӗлхине пӗлни ҫав халӑха сума сунине пӗлтерет", - терӗ Юрий Алексеевич.

Сӑнсем (36)

#тӗлпулусем, #журналистсем, #депутатсем, #тӳре-шара

 

Комментари:

Migulaj // 3823.77.1260
2013.08.02 05:52
Ячĕшĕн çеç пупленĕ. Нимĕн те пулмасть, мĕншĕн тесен Чăваш республикинче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хураççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем