Аслӑрах ӑрурисем аван пӗлекен пӗр юрӑра ҫав йӗркесене виҫҫӗмӗш сӑпатра, нумайлӑ хисепре калатчӗҫ-ха. Эпир вара кӑшт ылмаштартӑмӑр. Ара, ӗлӗкрех «Ҫӗре — хресчене, савутсене — рабочисене» текен лозунгпа пурӑннӑ мар-и? Паян, ав, чылайӑшӗ — уйрӑм ҫын аллинче… Тепӗр тесен, пулинех. Чи кирли — налукне тӳлеччӗр те ӗҫлекенсене ан кӳрентерччӗр.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тепӗр савут ҫӗклеме палӑртнӑ. Кун пирки «Химпром» акционерсен обществипе «Кематур Инжиниринг АБ» шведсен компанийӗ шывамӑш (водород) перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвасси пирки алӑ пуснӑ иккен. Вӑл «Химпромӑн» лаптӑкӗнче хута каймалла. Ӑна 2015 ҫулта хута яма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Унта ҫулталӑкне 50 пин тонна шывамӑш перекиҫӗ туса кӑларасшӑн.