Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗнче чӑваш чӗлхине хӑйне евӗр вӗрентеҫҫӗ. Тӑван чӗлхе учителӗ Анжела Московцева чӑваш фольклорне рэп-кӗвӗ стилӗпе вӗрентет. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче хыпарланӑ.
Урокра ачасем сӑвӑсене, юптарусене рэп евӗр калаҫҫӗ. Палӑртмалла: Анжелика Московцева кӑҫал «Тӑван чӗлхен тата тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ» професси конкурсӗнче мала тухнӑ.