Шупашкарта электробудкӑсенчен ӳнер хайлавӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртекенни — Юлия Прокопьева. Унӑн «Вӑййа тухнӑ хӗрсем» стрит-арчӗ ҫинчен эпир унччен каласа кӑтартнӑччӗ.
Хулари тӗрлӗ вырӑнта этно-муралсем хатӗрлеме Юлия ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ. Ҫав ӗҫе хӗр республика гранчӗн шучӗпе пурнӑҫлать. Унӑн «Чебоксары: добавь цвета!» (чӑв. Шупашкар: тӗс хуш) проекта республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствин тата Президент гранчӗсен фончӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Проектпа килӗшӳллӗн художникӑн 10 этно-мурал хатӗрлемелле. Вӗсенчен саккӑрӑшне паянхи кун тӗлне вӑл вӗҫленӗ. Ҫав шутра — «Гастелло урамӗ» чарӑну ҫывӑхӗнчи Нарспи, «Куҫ микрохирургийӗпе» юнашар «Хӗллехи ял», Гагарин урамӗнчи 49-мӗш ҫурт патӗнчи этно-автан.