Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫакӑн йышши каларӑш ҫӳрет халӑхра. Ку хутӗнче хӗрлӗ автан Ҫӗрпӳ районӗнчи Актай ялне ҫитнӗ. Унта утӑн 27-мӗшӗнче 50 ҫулхи кил хуҫин сарайӗ хыпса илнӗ.
Пушар тухнӑ сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулать. Актайра вара пушар ӗнене пула тухнӑ имӗш. Тен, килти выльӑх каҫхи тӗттемлӗхпе аптраннӑ, ҫавӑнпа та пуль выключателе перӗннӗ те. Ҫакна пула электричествӑ пралукӗнчен хӗм тухнӑ, хыҫҫӑн вара пушар та вӑйланнӑ.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫланине пула ҫулӑм ҫумри ҫурт-йӗре куҫма ӗлкереймен. Ӗни та пушарта сусӑрланман, ара ӑна хуҫисем хӑйсемех ҫунакан сарайран туртса кӑларнӑ. Ҫапах пушар сарая самай юрӑхсӑрлантарнӑ, шырлӑх суммине 30 пин тенкӗпе палӑртаҫҫӗ.