Елчӗк районӗнчи Каркалар ялӗнче пурӑнакансем ялта шыв-шур тавраш ҫуккипе аптӑранӑ. Ял ҫумӗпе Ҫарӑмсан юханшывӗ иртсе каять-мӗн-ха, анчах шӑрӑх ҫу вӑхӑтӗнче вӑл типет иккен.
Ҫак эрнере вара вырӑнти ял тӑрӑхӗ, А. Севриков фермер пӗрле пулсан Ҫарӑмсан юхашывне пӗвелеме тытӑннӑ. Каркалар ял старости В. Орлов та кунта хастар хутшӑнать-мӗн, вӑл хӑйӗн ДТ-75 тракторне чӗртсе тухнӑ та самай пулӑшать иккен.
Игорь Сайман // 7703.4.0474
2013.07.27 10:18 | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.07.27 10:42 | |
Тĕрĕслем-ха. Эверккине эп ятсем тĕлĕшпе шанма хăнăхсаччĕ те... Юханшыв ятне «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекерен илтĕм. Унта çав шыв Сĕнтĕрвăррипе Елчĕк районĕнче юхать тенĕ-ха, анчах Сĕнтĕрвăрри районне асăнни йăнăш пуль. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.07.27 10:46 | |
Чăн та ячĕ — Каркалар. Юсарăм. |
Çакăнта асăнакан ялăн ячĕ Каркалар марччĕ-ши?