Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» кӗнекепе паллаштарчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.02.2008 15:59 | 1551 хут пӑхнӑ

Элӗк районӗн ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» кӗнекепе паллаштаракан мероприяти иртрӗ. Кӗнекене «Чӑваш Ен» фонд кӑларнӑ. Сӑмах май, фонд ҫамрӑксем хушшинче литература енчи пултарулӑха уҫас ӗҫпе тӑрмашать.

Кӗнекепе вулавӑх заведующийӗ Гордеева Раиса Митрофановна паллаштарчӗ. Кӗнекере Элӗк районӗн ачисен ӗҫӗсем те пур.

 

«Анне ӑшши» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Абанникова Ирина, «Ҫутӑ ҫалтӑрӑм» калавшӑн Михайлова Анжелика, «Чаранӗ–ши килти ҫил–тӑвӑл» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Степанова Августина, «Хӗр чӗри» калавшӑн Кузнецова Кристина «Чӑваш чӗлхеллӗ проза» номинацийӗн дипломанчӗ ятне илнӗ.

«Вутпа ан выля» пьесӑшӑн чӑвашла драматурги енӗпе Абанникова Ирина пӗрремӗш вырӑн, Михайлова Анжелика «Пирӗн те пурӑнас килет» пьесӑшӑн — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Кӗнекепе паллаштарма ҫаврӑк ҫыравҫӑсем те килнӗччӗ. Кузнецова Кристинӑпа Степанова Августина хӑйсем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем мӗн пӗчӗкренех сӑвӑ ҫырма юратнӑ. Вӗсен сӑвви малтан шкулти стена хаҫатӗнче, каярах район хаҫатӗнче пичетленнӗ, тӗрлӗ ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Хальхи студент пурнӑҫӗпе те паллаштарчӗҫ хӗрсем.

 

Мероприяти вӗҫӗнче хӗрсем хӑнасен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Элӗк, #Элӗк районӗ, #литература, #мероприятисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем