Етӗрнере пурӑнакан Иван Ермолаев ҫурлан 10-мӗшӗнче 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл - вӑрҫӑ ветеранӗ.
Иван Ермолаева 4-мӗш курсра вӗреннӗ чухне, 1939 ҫулта, салтака илсе кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл ҫарта пулнӑ. Иван Ермолаев Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Киле 1946 ҫулта старшина званийӗпе таврӑннӑ.
Кайран ӑна Украинӑна минӑсенчен тасатма янӑ. Чӑваш Ене 1950 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Унтан вӑл Вӑрнар районӗнче участок зоотехникӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Пенсие тухиччен Етӗрнери сӗт-ҫу савутӗнче директорта ӗҫленӗ.
Хальхи вӑхӑтра ветерана соцӗҫчен пӑхать, мӗншӗн тесен ачисем аякра пурӑнаҫҫӗ, отпускра кӑна килсе ҫӳреҫҫӗ. Ветеран уҫӑлса ҫӳреме юратать, политикӑпа кӑсӑклансах тӑрать.