Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пурнӑҫлакан коммерцилле мар организацисене пулӑшма тесе федераци тата республика хыснинчен пурӗ 15 миллион тенкӗ уйӑрма май пур. Ҫав суммӑран 10,3 миллионӗ Мускавран патшалӑх пулӑшӑвӗ евӗр килнӗ, ыттине Чӑваш Ен уйӑрнӑ.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсен шутне тӑлӑхсене, амӑшлӑхпа ачасене, ваттисене, сусӑрсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшасси кӗрет. Ҫавӑн пекех — хушма пӗлӳ парассипе, ӑслӑлӑхпа техника тата художество пултарулӑхӗ, тавра пӗлӳлӗхпе экологи, потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе, спорта сарас, нацисен хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарас тӗлӗшпе тӑрӑшакансем.
Укҫана конкурс ирттерсе уйӑрса парӗҫ. Проектсене ЧР Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура, Спорт тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствисем йышӑнаҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин укҫана кама уйӑрасси пирки йышӑну тӑвиччен ҫиччӗ виҫсе пӑхма чӗнсе каланӑ. «Эпир системӑллӑ ӗҫлекенсене пулӑшма тивӗҫ», — тенӗ республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ.