Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Олимпиада Агакова ҫуралнӑранпа — 95 ҫул

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 24.07.2013 19:23 | 1724 хут пӑхнӑ

Чӑваш музыка ӳнерӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Олимпиада Агакова ҫуралнӑранпа ӗнер 95 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткасси ялӗнче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Етӗрнери педагогика училищинче, каярах Шупашкарти музыка училищи ҫумӗнчи икӗ ҫуллӑх хатӗрленӳ курсне ҫӳренӗ. Ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫул хушши вокал уйрӑмӗнче ӑс пухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан училище хупӑнать, Олимпиада Яковлевна вара Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Ансамбльпе пӗрле ҫара та концертпа кайнӑ вӑл. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе фронта тухса каять. Бронепуйӑс пулемет расчечӗн ҫапӑҫуҫи пулать вӑл, салтак тивӗҫне зенит дивизионӗнче пурнӑҫлать. Молдавипе Венгрие ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑнать.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнать, училищӗре пӗлӗве малалла туптать. Чӑваш радиовӗн вокал ансамблӗнче ӗҫлеме тытӑнать, концертсемпе тухса ҫӳрет. Сцена ҫинче вӑл кӑмӑл-туйӑма ирӗке янипе, вокал ӑсталӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартнипе палӑрса тӑнине аса илет Пӗтӗм Раҫҫейри музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Зимин.

Чӗрӗк ӗмӗр ытла Олимпиада Агакова Ҫӗрпӳри Культурӑпа ҫутӗҫ училищинче преподавательте тӑрӑшать. Олимпиада Яковлевна хорпа тата пӗччен юрламалли юрӑсем ытларах ҫырать. Унӑн хайлавӗсем «Атӑл хӗрӗн юрри», «Ҫамрӑк хурӑн», «Лирические песни», «Ешертӗр ҫӗр», «Чун юратнӑ ҫӗршыв» кӗнекесемпе кун ҫути курнӑ. Олимпиада Агакова кӗвӗленӗ юрӑсем «Ҫамрӑксен сасси» юрӑ пуххине те кӗнӗ. Унӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗсен шутне «Сурӑм вӑрмань», «Хитре теҫҫӗ», «Хӑяймарӑм», «Ах, шӑпчӑксем», «Каҫӗ лӑпкӑн килчӗ» тата ытти юрра кӗртмелле. Вӑл В. Давыдов-Анатри, А. Лукин, Ю. Сементер, А. Галкин, Ю. Петров, П. Афанасьев тата ыттисен сӑввисене кӗвӗленӗ.

#юбилейсем, #Ҫӗрпӳ, #Етӗрне районӗ, #Ҫуткасси, #Етӗрне

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем