Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗнче витӗме республикӑна та пырса тивнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 24.07.2013 13:43 | 1226 хут пӑхнӑ

Кашни кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе асра юлать. Вӗсем ҫемье, ял, хула, ҫӗршыв шайӗсенче пулса иртме пултараҫҫӗ. Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче вара пӗтӗм тӗнчене пӗр пулӑм кӑсӑклантарнӑ. Лондон ҫӗршывӑн Ҫветтуй Мария пульницинче акӑлчан престолӑн еткерҫи, 3 килограмм 800 грамм йывӑрӑш туртакан пепке ҫуралнӑ. Пӗтӗм тӗнче, ҫав шутра Чӑваш Республикин ҫыннисем те патша кил-йышӗ тавра пулса иртекен пулӑмсене кӑсӑклансах сӑнанӑ. Енчен те малтан арҫын ача е хӗрача ҫураласси тупӑштарнӑ пулсан, халӗ халӑх пепке мӗнле ятпа ҫӳрессипе кӑсӑкланать.

«Pro Город» хаҫат тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫак паллӑ кунра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӗ 6 арҫын ача тата 5 хӗрача ҫуралнӑ, Шупашкарта вара — 15 арҫын ача, 15 хӗрача.

Ҫак кунхине ҫуратнӑ амӑшсем хӑйсен пепкен шӑпи ыттисенчен уйрӑлса тӑма пултарнине ӗненеҫҫӗ. Тен, чӑнах та анчахрах кун ҫути курнӑ ачасем хушшинче пулас пысӑк ятлӑ ҫынсем ӳсӗҫ. Чӑннипе вара чи кирли — шӑпӑрлан яланах сывлӑхлӑ пултӑр.

#Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #пепкесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/64178.html
 

Комментари:

2013.07.24 23:12
Аçтахар Плотников
Чăн та тĕлĕнетĕп хамăр халăхран. Таçти британи патшисен кил-йышĕнче пулса иртни хамăр историрен пахарах иккен. Пĕлсех тăратăп, пĕр-иккĕшĕ хăйĕн ачине Джордж е урăх акăлчан ятне параççех. :(

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем