Ӳнер музейӗн директорӗ малашне те Геннадий Козлов пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ. Ахӑртнех, ку контракт вӗҫленнипе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ эрнере вара Ӳнер музейӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана каллех Геннадий Козлов йышӑннӑ.
Геннадий Васильевич Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗнче вӑл 20 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл – ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи.