Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шкул ачи шыв ытамне лекнӗ шӑпӑрлана ҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 24.07.2013 15:04 | 1753 хут пӑхнӑ
Николай Константинов
Николай Константинов

«Паттӑр пулса ҫуралмаҫҫӗ, паттӑр пулса ӳсеҫҫӗ», — ҫапла каларӑш ҫӳреччӗ мар-ши халӑхра? Утӑн 11-мӗшӗнче хӑйӗн патне Женя ятлӑ арҫын ача чупса килсессӗн Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри вӑтам шкулӑн 8-мӗш класс вӗренекенӗ Николай Константинов паттӑрлӑх ҫинчен мар шутланӑ. Пӑлханнӑ саспа шӑпӑрлан Кольӑна Чулкӑмака ялӗнче пурӑнакан 12 ҫулхи Веня Васильев шыв-шурта путма тытӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Путакан иккен аслисенчен ирӗк ыйтмасӑрах тата тепӗр шӑпӑрланпа (Алеша ятлӑ) сулӑпа кӳлле ишме кайнӑ. Инкек сиксе тухнӑ вӑхӑтра шыв-шур таврашӗнче пӗр ҫын та курӑнман. Сулӑ шыв-шурта ҫаврӑнса ӳкне те вара икӗ арҫын ача та шыв ытамне лекнӗ: пӗр ачи ишме пӗлнӗ, Веня вара ҫук. Пулӑшу ҫинчен кӑшкӑрнине илтсенех Николай Константинов хӑйӗн кил-ҫурчӗпе урам урлӑ вырнаҫнӑ пӗве хӗрне вӗҫтернӗ. Шыва вал пӗр иккеленмесӗр сикнӗ, тӑнне ҫухатнӑ ачана тупса ҫыран хӗрне кӑларнӑ.

Турра шӗкер, инкек тухнӑ кун яла хунямӑшӗ патне хӑнана «Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канаш районӗн тӗп пульницин» васкавлӑ пулӑшу пайӗнче фельдшер пулса ӗҫлекен Владимиром Степанов килнӗ пулнӑ. Вӑл путнӑ ачана тӑна кӗртме пултарнӑ, ҫапла вара клиникӑлла вилӗмрен ҫӑлнӑ. Хыҫҫӑн Владимир Степанов васкавлӑ пулӑшу пульницине шӑнкӑравланӑ.

Хальхи вӑхӑтра шӑпарланӑн сывлӑхне нимӗн те пӑшӑрхантармасть, вал майӗпен Шупашкарти пульницара сывалать. Сӑмах май, Веня ҫемьере пӗртен-пӗр ывӑл иккен.

Николай Константинов «Хӑвна паттӑр теме пултаратӑн-и?» ыйтӑва ҫапла хуравланӑ: «Ҫук, енчен те ҫакӑн йышши инкек татах та тухсан эпӗ иккеленмесӗрех ҫӑлма васкӑп».

Николай Константинов паттӑрлӑхӗ чӑнахах та мухтава тивӗҫ. Ҫак ӗҫ ыттисемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулмалла.

#шыва путни, #ҫӑлни, #Канаш районӗ, #Вӑтакас Кипеч, #Чулкӑмака

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем