Тӗпчевҫӗсем «Чӑвашавтодор» предприятин директорӗ Александр Волков 43 миллион тенкӗ ытла вӑрланӑ тесе шухӑшлани пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чух ӑна икӗ уйӑхлӑха арестленӗччӗ.
Волкова хӳтӗлесе ваккат ӑна ирӗклӗ ҫӳреме урӑхла майпа чарма ыйтса аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ-мӗн, анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ку ыйтӑва тивӗҫтермен иккен.
«Чӑвашавтодорӑн» гендиректорне хӳтӗлесе предприятире алӑ пусас компани пуҫланнӑ имӗш. Унта Волков ерсте пынӑ вӑхӑтра организаци епле ҫитӗнӳсем туни пирки каланӑ-мӗн. Предприятире тӑрӑшакан 1 400 ҫынтан хальлӗхе 500-шӗ алӑ пуснӑ иккен. Ӗҫрен хӑтарассипе хӑратса ал пустарни пирки сарӑлнӑ сас-хурана «Чӑвашавтодорӑн» пресс-служби сивленӗ иккен.