Чӑваш тӗнчинче пулса иртекен хӑш-пӗр пулӑма чӑвашлӑха ҫутатакан МИХсем темшӗн асӑрхамасӑр иртсе каяҫҫӗ. Хаҫат-журналсемшӗн вӗсем те ытлашши пӗчӗк шайра пек курӑнаҫҫӗ, те хӑйсен ӗҫне-хӗлне чуна парса ӗҫлеменнинчен ҫапла пулса тухать.
Шупашкарӑн аслӑ урамӗсенчен пӗринче — Ленин проспектӗнче — виҫӗ уйӑх ӗнтӗ чӑвашла баннер ҫакӑнса тӑрать: «Блин комов» кафе хӑйӗн ҫӗнӗ менюпе паллашма сӗнет. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналакан кафесем хулара ҫук мар-тӑр — шӳрпепе сире «Ҫӑлкуҫра» кӑна мар, ытти хупахсенче те апатлантарма хатӗр. Анчах кӑсӑклӑ баннерпа йыхравлакансен хушшинче «Блин комов» чӑн та уйрӑлса тӑрать.
Кафе ӗҫченӗсем каласа панӑ тӑрӑх «Чӑваш тутлӑхӗ» вӗсен менюре Химандритов Алексей Николаевич килсен ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе кунта халӑх апат-ҫимӗҫӗнчен 4 апат хатӗрлеме тытӑннӑ: «Какай шӳрпи» (пӗрле пӗчӗк хуплу илсе килсе параҫҫӗ), «Хӗрлӗ хуран кукли» (ӑшӗ ҫӗрулмирен-тӑпӑрчӑран, чустине хӗрлӗ кӑшманпа хатӗрленӗ), «Ӳсӗр сысна» (ҫӗрулми нимӗрӗпе параҫҫӗ, сысна урине сӑрапа техӗмленӗ тет), «Кишӗр кукли». Кафе ӗҫченӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх чӑваш апачӗ хӑнасене питӗ килӗшет, вӗсем ӑна кӑмӑлпах тутанаҫҫӗ.
Наци вулавӑшӗпе «Мир Луксор» кинотеатр таврашӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтра хырӑм выҫсан «Блин комова» (наци вулавӑшӗнчен кӑшт ҫӳлӗрех вырнаҫнӑ) кӗме сӗнетпӗр! Апатне вӗсем чӑн та тутлӑ хатӗрлеҫҫӗ.
Migulaj // 2191.35.5114
2013.07.22 20:19 | |
Темле икĕпитлĕллĕ йыхрав. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.07.22 20:34 | |
Сирĕншĕн пĕтĕмпех икĕпитлĕллĕ.
Мана вара питĕ лайах хăналаса ячĕç. Апачĕ тутлă пулчĕ :) | |
Галина Зотова // 2414.43.5721
2013.07.22 20:52 | |
Ĕлĕкхи Блинная кафе пулас. Библиотекăна пырсан кĕрсе пăхма пулать.Француз-акăлчан рекламисем хушшинче чăвашла ят курма хавас. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.07.22 21:02 | |
Шăп çав. «Блинкомов» (унччен тепер ятсемпе те пулчĕ вăл) ята илнĕ хыççăн эп маларах та унта пулсаччĕ-ха, анчах чăвашла апатсем халь тин кĕртнĕ иккен.
Щербаковăн кĕнеке презентацийĕнче пултăм — курман вал баннера // хăвăрт иртсе кайнă пулинех... |