Шупашкар хулинче Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хулан тӗп пайӗнче 13 сехетрен пуҫласа транспорта ҫӳреме чарӗҫ.
Чару Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫӑнса Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗсем ҫыхӑничченхи вырӑнсене, ҫавӑн пекех Президент бульврӗнчен Дзержинский, Кооператив урамӗсене, Электроаппаратчиксен бульварне тухакан ҫулсене пырса тивӗ.
Ҫӗнтеӳ кунӗнче, сӑмах май каласан, чару «Ҫӗрпӳ-Красноармейски-Кӳлҫырма» ҫула та пырса тивӗ. Унта ҫӑмӑл атлетсем «Дорога Мужества» (чӑв. Паттӑрсен чупӑвӗ) чупӑва тухӗҫ.