Кӗҫех Шупашкарта Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне тата Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку уявсенче массӑллӑ мероприятисем пыракан вырӑнсенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ Шупашкар хула администрацийӗ.
Мероприяти пуҫланиччен 2 сехет маларах тата ун хыҫҫӑн 1 сехет эрех-сӑра сутмӗҫ. Массӑллӑ мероприятисем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 5-мӗшӗнче, 6-мӗшӗнче, 7-мӗшӗнче, 8-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче иртӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» пулмӗ. Акци урӑхларах йӗркепе иртӗ: вӑрҫа хутшӑннӑ паттӑрсене потречӗсене машина, чӳрече ҫине ҫирӗплетме сӗнеҫҫӗ.