Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫамрӑк чух вӗренни чул ҫинче, ватӑлсан вӗренни — шыв ҫинче тесе каланӑ ваттисем. Ҫамрӑк чух пуҫа ӑша лайӑхрах хывӑнать тенӗ пулинех... Анчах тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакан специалистсемпе пуҫлӑхсем вӗренме нихӑҫан та кая мар тесе шухӑшлаҫҫӗ курӑнать. Акӑ, вӗсенчен хӑшӗсем ерсте пыракан кадрсене хатӗрлекен Президент программипе пӗлӗве туптасшӑн. Мӗн шутпа вӗренес тенине вӗсем хут ҫине ҫырсах ӑнлантарнӑ тата хӑйсен организацине аталантарас ҫул-йӗре еплерех курни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла майпа вӗсем маларах асӑннӑ программӑна лекес тесе тӑрӑшнӑ.
Ҫак эрнере кандидатурӑсене И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн конференц-залне пухса интервью ирттернӗ. Пӗлӗве малалла туптас ӗмӗтлисен шутӗнче экономикӑпа социаллӑ сферӑн тӗрлӗ сферинче аслӑ тата вӑтам звенора тимлекен ертӳҫӗсем пулнӑ.
Специалистсен професси шайне хаклакан комиссие республикӑн влаҫ органӗсен, предприяти-организацисен пайташӗсене, асӑннӑ аслӑ шкулӑн эксперчӗсене тата психолога кӗртнӗ. Ҫак тата ытти майпа конкурс ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗршыв Президенчӗн программипе вӗренме тивӗҫ 50 ҫынна суйлӗҫ.
