Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫинче реклама тухма пуҫланӑ. Пӗрре вӑл ӑна хупас тесе тӑнӑ та ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пысӑк энергокомпанирен имӗш. Хайхискер инвестици хывма сӗннӗ. Икӗ кун ӳкӗтлесен хӗрарӑм килӗшнӗ - 1 пин куҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн ун патне 8 пин куҫнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм ҫав ҫын ултавҫӑ мар тесе вӑл мӗн каланине пурнӑҫланӑ, темиҫе кредит илнӗ.
Тупӑш 300 пине ҫитсен хӗрарӑм ӑна илме шутланӑ. Анчах страховка тӳлемелле имӗш. Хӗрарӑм пӗлӗшӗнчен 1 млн та 630 пин кивҫен илнӗ, ӑна куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 4 миллион та 200 пин панӑ.