Пирӗн пурнӑҫ хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 15-мӗшӗччен Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Юрҫӳревӗш» операци иртӗ. Ҫак профилактика мероприятине техника ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑсасран тата ҫул айккинче ҫӳрекен мотоҫунашкасемпе юрҫӳревӗшсем (снегоходсем) ҫын пурнӑҫӗшӗн сиенлӗх кӑларса тӑратасран, тӑван тавралӑха вараласран йӗркелеҫҫӗ. Сӑмах май, районӗпе паянхи кун тӗлне виҫӗ юрҫӳревӗш шутланать.
Операци тапхӑрӗнче патшалӑх техника асӑрхавӗн районти инспекцийӗпе ГИБДД ӗҫченӗсем юрҫӳревӗшсем тытакан предприятисемпе тата вӗсем ытларах пухӑнакан вырӑнсенче пулса техника лару-тӑрӑвне, хӑрушсӑрлӑх правилисене епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче уйрӑмах машинӑсен, техникӑн регистрацийӗн даннӑйӗсене, нормативпа техника докуменчӗсене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кивелнӗ, ҫул ҫине тухма юрӑхсӑр юрҫӳревсене регистрацинчен кӑларса металлолома ӑсатмалла. Йӗркене пӑсакансене саккунпа килӗшӳллӗн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнса явап тыттараҫҫӗ.