Шупашкар хула кунӗ ҫывхарнӑ май тӗп хуламӑрӑн потребитель рынокне тата усламҫӑлӑха аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗпе Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати «Шупашкар сувенирӗ» конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Унта профессионалсем те, ал ӗҫне ӑста ахаль маҫтӑрсем те хутшӑнаяҫҫӗ. Ӗҫсене йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑртама юрать. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкар хула кунӗнче саламлӗҫ. Вӗсене укҫан хавхалантарма та палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна тухакана 30 пин тенкӗ парӗҫ, иккӗмӗш вырӑншӑн — 15 пин тенкӗ, виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин тенкӗ.