Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Юлашки парӑм» спектакль кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫе вырӑс драматургийӗн классикӗ Александр Островский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Спектакле лартассипе ӗҫленӗ Чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева шухӑшланӑ тӑрӑх, Островскин хайлавӗсенче хӑйне евӗр чӗлхе те, пурнӑҫран илнӗ сӑнарсем те, пурнӑҫри ҫивӗч ыйтусем те пур. Спектакль — этемӗн ырӑ енӗсем хакне ҫухатни ҫинчен.
Рольсенче — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова, Чӑваш халӑх артисчӗсем Сергей Иванов тата Наталия Сергеева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов, Николай Сергеев тата Ирина Верьялова, ҫавӑн пекех театрӑн ытти актерӗ.