Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗн: Тӗн академийӗнче вӗренекенсем Чӑваш Ене килнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.03.2023 08:06 | 1160 хут пӑхнӑ
Тӗн
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта Мускаври тӗн академийӗн семинарисчӗсем пулнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗ Сергиев Посад хулинче вырнаҫнӑ. 3-мӗшпе 4-мӗш курсра вӗренекен каччӑсем миссионер практикине Чӑваш Енре ирттереҫҫӗ.

Ҫамрӑксем хӑйсем ҫинчен кӗскен каласа кӑтартнӑ, анне, тӑван ҫершыв, юрату ҫинчен хитре юрӑсем шӑрантарнӑ. Типӗ тытнин пӗлтерӗшӗ ҫинчен ӑнлантарса панӑ май пурнӑҫра ҫынна ырӑ туни пӗлтерӗшлӗреххине палӑртса хӑварнӑ. «Пӗрре хоккей вылянипе ҫын хоккеист пулса тӑраймасть. Пурнӑҫра та пӗрмай аталанмалла», — палӑртса хӑварнӑ каччӑсем.

Тӗн академине вӗренме кӗнисен йышӗнче тӗрлӗ шӑпаллисем пур. Сӑмахран, Бельги каччи (унӑн ашшӗ-амӑшӗ Молдавинче ҫуралнӑ) Европӑра православи семинарийӗ ҫукран Раҫҫее вӗренме килнӗ. Дон ҫинчи Ростав хулинчи Никита малтан строителе вӗренсе тухнӑ, ҫав енӗпе ӗҫленӗ те. Анчах кайран вӑл тӗн академине вӗренме кӗнӗ. Украинӑри Винница хулинчи Сергей та пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шыранӑ. «Тӗн академине вӗренме кайса пӑх. Килӗшсен вӗренӗн, килӗшмесен пӑрахӑн», — сӗннӗ ӑна ашшӗ.

Семинаристсем хушшинче пирӗн ентешӗмӗр те пулнӑ. «Хамӑр ял», — тесе паллаштарнӑ Етӗрнери Николай хӑйӗнпе. Вӑл ашшӗн ҫулне суйланӑ.

#Мускав, #Етӗрне, #Молдави, #ҫамрӑксем, #тӗн

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4243.27.2190
2023.03.30 10:31
Agabazar
Миссионерсем?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем