Чӑваш Республикин Муркаш муниципалитет округӗн А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ Калайкасси шкулӗнче Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Хаваслӑ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа республикӑмӑрти шкул ачисем хушшинче «Чӑнлӑх шыраса» («В поисках истины») ятпа тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗ иртрӗ. Вӑл Чӑваш наци ӑслӑлӑх тата ӳнер академийӗ (президенчӗ - Евгений Ерагин) тата асӑннӑ шкул вӗрентекенӗсен пуҫарӑвӗпе пулчӗ. Республикӑмӑрти тӗрлӗ шкулсенчен пуҫтарӑннӑ пултаруллӑ ачасен тӗпчев ӗҫӗсен хӳтӗлевне сумлӑ та хисеплӗ ҫынсем – халӑх академикӗсем – хакларӗҫ, ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене ырӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Ӑслӑлӑх конкурсне Трак енри Красноармейски шкулӗн вӗренекенӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ, малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ: 10 класс вӗренекенӗ Ильина Дарья ("Оптимальная система налогообложения для индивидуальных предпринимателей") – 1 вырӑн; 8-б класра вӗренекен Егорова Агния ("Чӑваш халӑх юррисенчи атте-анне сӑнарӗ" - "Образ отца и матери в чувашских народных песнях") – 1 вырӑн; 10 класс вӗренекенӗ Романова Мария ("Лучшая дебетовая банковская карта") – 2 вырӑн. Наука енӗпе ӗҫленӗ ертӳҫӗсем – Михайлов В.М., обществознани вӗрентекен; Михайлова З.П., чӑваш чӗлхипе литератури вӗ