Массӑллӑ информаци хатӗресем пире кунран-кун тӗрлӗ енле хыпарсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пурнӑҫра пулса иртекен хӑрушӑ, тискер пулӑмсем этем кӑмӑлне хуҫаҫҫӗ пулин те, ҫав-ҫавах ун йышши хыпар таврашне ҫын кӑсӑклансах «ҫӑтать». Ҫавӑнпа та пуль пӗррисен шучӗпе масштаблӑ инкек вӗсен сӑмси умӗнчех пулса иртмелле туйӑнать те.
Сӑмах май, нумай пулмасть ШӖМ хуралне Шупашкарти Ҫӗрпӳ урамӗнче пурӑнакан пӗр хваттер хуҫи шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуртсен картишӗнче (шӑнкӑравлакан пурӑннӑ ҫӗрте) иккӗленӳллӗ туйӑма ҫуратакан урапа ларать, шӑнкӑравлакан каларӑшӗ тӑрӑх урапара бомба таврашӗ упранма пултарать иккен. ШӖМ ӗҫченӗсен йӗрке тӑрӑх пӗлтернӗ хыпара тӗрӗслеме васканӑ.
Пушкӑрт республикинчен килнӗ «хӑрушӑ» «Газеле» полици ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унта нимле шиклентерекен япала та ҫуккине ҫирӗплетнӗ. Суя хыпара пӗлтерекен хӗрарӑм вара ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Ӑна ҫакӑн йышши пуҫтахланушӑнах виҫӗ ҫул каялла явап тыттарнӑ.
Ҫав кунхинех сирпӗнӳ тӑвакан япаласене Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи кафера шыранӑ пулнӑ. Асӑннӑ ҫурт-йӗртен 10 ҫынна хӑрушӑ мар вырӑна илсе тухнӑ. Ӗҫ-пуҫ вара лайӑхах вӗҫленнӗ — япали тупӑнман. Суя шӑнкӑрава вара Бажов урамӗнче пурӑнакан психиатрсен учетӗнче тӑракан арҫын янӑ пулнӑ.