Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш муниципаллӑ округӗнче паян ирхине тӳре-шарасен ларӑвӗ иртнӗ. Вӗсем ку тӑрӑхри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче ҫуркунне ҫывхарнӑ май ейӳ тухасси пулнӑ. Муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов ҫавна май пӗвесемпе тӗрлӗ каналсене тӗрӗслесе тухма хушнӑ.
Ларура ытти ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, Канаш тӑрӑхӗнче иртнӗ эрнере ӗҫсӗррисен йышӗ ӳсни пирки чарӑнса тӑнӑ. Ку тӗлӗшӗпе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра уйрӑмах Чакаҫ, Асхва, Шӑхасан, Энтрияль территори пайӗсенчен нумай килнӗ.
Шӑхасан территори пайӗн начальникӗ Дмитрий Руссков регион шайӗнчи ҫулсем япӑх пулни пирки, ку ыйтӑва тӗрӗслесех тӑни пирки чарӑнса тӑнӑ. Ялсене ҫыхӑнтаракан ҫулсем те йӗркеллех мар.
Ларӑва вӗҫленӗ май Сергей Михайлов ҫапла каланӑ: «Хисеплӗ коллегӑсем, ҫуркунне календарьпе кӑна мар ҫитрӗ, ҫанталӑк та ӑшӑта пуҫларӗ. Ҫавна май гидротехника сооруженийӗсем ейӗве хатӗррине лайӑх тӗрӗслемелле, лару-тӑру инкеке ҫаврӑнмалла мар, пӗтӗмпех йӗркеллӗ ирттӗр».
