Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑпа стационар территорине таксистсене кӗртменшӗн пӑшӑрханнине халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Тӗрӗсрех каласан, таксистсене кӗртеҫҫӗ-ха, ҫуран пулсан. Автомобильсене вара чараҫҫӗ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрлахи стационарта сипленет. Ирпе тата каҫпа ӑна капельница лартаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм-хуралҫӑ таксие шлагбаумран ирттермест иккен. «Мӗншӗн манӑн сивӗре урама тухмалла? Енчен эпӗ хама япӑх туятӑп пулсан...», — тенӗ арҫын.
Район больницин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн территорине ятарлӑ транспорта ҫеҫ кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Ҫитменнине халӗ тата терроризмпа ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнма тивет.