Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ Шупашкарта пахалӑхсӑр пахча ҫимӗҫ вӑррине сутнине тупса палӑртнӑ.
Хулари пӗр суту-илӳ центрӗнче «РБК» редис тата ир пулакан сортсен хутӑшне, «Детская сладкая» кишӗр, «Кудрявая» петрушка сутнӑ. Вӗсене вара селекци ҫитӗнӗвӗсен патшалӑх реестрне кӗртмен. Эппин, вӗсен пахалӑхӗ ҫирӗпленмен.
Юридици сӑпатне асӑрхаттарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал ведомство заявленисем пулнӑран 10 пин ытла хутаҫ вӑрра пӑхса тухнӑ.
Agabazar // 7304.3.7969
2023.02.16 18:18 | |
Акнă вăрлăх — шăттăр. Тата мĕнле сорт иккенне тĕрĕс кăтартмалла. Ытти — тарам. |