Эх, этемӗн ӑсӗ мӗншӗн кӑнтӑр хыҫҫӑн кӑна-ши?! Сӗнтӗвӑрри районӗнчи 24 ҫулхи каччӑ халӗ ӳкӗнет пуль те, анчах чавса ҫывӑх та — ҫыртаймӑн.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑл 15-ри пикепе сӑра ӗҫнӗ. Ҫамрӑксен юн вӗресе тӑрать мар-и? Тата сӑри пуҫа пырса ҫапнипе те шухӑш-кӑмӑл ирӗке кайнӑ-тӑр. Хайхисем ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ. Ирӗксӗр мар, кӑмӑлпах. 16 ҫула ҫитичченхи ҫынпа кун пек хутшӑнура пулнишӗн пуҫиле явап тыттарасси пирки шухӑшламан пуль ҫав вӑл самантра каччӑ. Хамӑр хушӑра каласан, хӗрӗ те малтанласа шӑв-шав ҫӗклемен-ха. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма пульницӑна кайсан ВИЧ-инфекцие ҫаклатни палӑрнӑ хыҫҫӑн кӑна раштав уйӑхӗнчи тӗлпулӑва аса илнӗ.
Чир ертнӗ каччӑна халӗ икӗ стаьяпа айӑплаҫҫӗ: 16 ҫула ҫитмен ҫынпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн тата хӑй чирлине пӗле тӑркач теприне ертнӗшӗн.