Енисей юханшывӗн леш енче те чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ольга Васильева Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачино районӗнчи чи аякри ялта, Хусанккара, тӗпленнӗ. Ун ҫинчен «Хыпар» хаҫатра Алина Ильина журналист ҫырса кӑтартнӑ.
«Хусанккана ҫитиччен райцентртан ҫыран хӗрринчи Галанино ялне ҫитмелле. Кайран паромпа е пӑр тӑрӑх хывнӑ ҫулпа Енисей урлӑ каҫмалла. Унтан тепӗр 52 ҫухрӑм вак чул та сарса хытарман ҫулпа чӑтлӑх витӗр каймалла… Кӑҫалччен унта кӗсье телефонӗсемпе те усӑ курайман — ҫыхӑну, интернет пулман. Ҫав ялта несӗлӗсен йӑлисене, тӑван чӗлхене упраса тӗлӗнмелле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 112 ҫул каялла йӑхташӑмӑрсен пирвайхи ушкӑнӗ кайса тӗпленнӗ унта. 112 ҫул каялла ҫакӑнта тӗпленнӗ чӑвашсем хамӑрӑн йӑласене, культурӑна упраса пурӑнаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ статьяра.
Хӗрарӑм ялти библиотекӑра виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Унӑн ашшӗ, 87 ҫулти, Владимир Иванович Вӑрнар районне кӗрекен Нурӑс ялӗнчен куҫса кайнӑ.
Ирӗксӗртен темелле. Ун чухне вӑл пиллӗкри ача пулнӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимирӑн ашшӗ, Иван Иванов учитель, килӗнче Турӑ кӗнеки упрать тесе ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн НКВД ҫыннисем ун патне персе ҫитнӗ. Нимӗн те тупайман вӗсем. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иван Герасимович ҫемйине пуҫтарса ҫӗрле килтен тухса кайнӑ.
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 11:41 | |
Райцентр — Казачинское ятлă пулмалла. Çапла вара Казанчински районĕ пулать. Казачино районĕ мар. | |
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 11:42 | |
Ку ялта 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕчченех чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. | |
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 11:48 | |
Хусанкка тенине вара журналистсем юри шутласа тупнă пулмалла. Касанккă пулма пултарать. Ĕнтĕ халь тин тĕрĕслесе пăхма та çук пуль. | |
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 12:05 | |
Енчен те ватă çынсем тухьяпа пулни тĕлентерет пулсан, çакна шута илĕр: мĕн ал айĕнче пур, çавна тăхăннă, суйласа тăма майсем пулман |