Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӑпата сырнӑ лаша е пурне те хӑратнӑ Шаккур ҫинчен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Иван Саландаев 12.12.2022 20:48 | 5200 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Республикӑра

Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсенче Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласемпе ялсенче преступлени тӑвасси ӳссех пынӑ, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те вӑрӑ-хурах бандисем халӑха лӑпкӑ пурӑнма паман. Пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисенчен ялсенче лаша вӑрласси уйрӑмах сарӑлнӑ пулнӑ.

Ульяновск, Шупашкар тата Хусан хулисенчи патшалӑх архивӗсенче ӗҫлеме тивнӗ май, эпӗ ӑнсӑртран тенӗ пекех Шаккур Карак банди ҫинчен ҫырнине тӗл пултӑм. Мана уйрӑмах Хусан архивӗнче Г.М.Ломоносов юристӑн аса илӗвӗ интереслентерчӗ.

Георгий Михайлович Ломоносов 1905 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫуралнӑ. Юрист тата таврапӗлӳҫӗ пулнӑ. Следовательте, прокурорта, халӑх судйинче, СССР Юстици министерствин аппаратӗнче ӗҫленӗ.

«1923-1924 ҫулсенче эпӗ Хусан университечӗ ҫумӗнчи юридици курсӗнче вӗрентӗм, — ҫырать Г.М.Ломоносов. — Ун хыҫҫӑн мана Патӑрьел, Пӑрачкав тата Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче халӑх следователӗ пулма ҫирӗплетрӗҫ.

Шӑпах ҫав ҫулсенче ӗнтӗ Шаккур Карак ертсе пыракан вӑрӑ-хурах банди алхасатчӗ.

Шаккур Карак бандинче, пулӑшакансене те шута илсен 100-е яхӑн ҫын тӑнӑ. Вӗсем Патӑрьел, Каҫал, Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Тутар автономи облаҫӗнчи Ҫӗпрел, Пӑва, Теччӗ, Апас, Кайпӑҫ, Чӗмпӗр енчи Нагаткин, Пухтел, Барыш тӑрӑхӗнчи ялсенчен лашасем вӑрласа Хусан, Пӑва, Елчӗк, Кавал тата Упи пасарӗсенче сутнӑ. Упи пасарне Шаккур харӑсах 10-15 лаша илсе тухни те пулнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ, лашине вӑрласа кайнӑ хресчен ун чух чухӑна тухнӑ, ҫемйине тӑрантарайманнипе тӗнче тӑрӑх кӗлмӗҫленме каясси ҫеҫ юлнӑ. Ҫавӑнпа та Шаккур Каракран пурте шуйттанран хӑранӑ пек хӑранӑ, банда пуҫлӑхӗ влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсене те пысӑк взятка парса сутӑн илнӗ. Шаккур совет влаҫӗн вырӑнти органӗсене хӑйӗн ҫыннисене вырнаҫтарассишӗн нимӗн те шеллемен. Суйлав комиссийӗсене хӑратса хӑйне кирлӗ йышӑну тутарнӑ.

Лаша ӑрачӗсене лайӑх чухлаканскер, Шаккур чи лайӑх урхамахсене вӑрлама тӑрӑшнӑ. Пысӑк ялсенче унӑн шанчӑклӑ ҫыннисем пулнӑ, вӗсем кам лашине вӑрламаллине пӗлтерсе тӑнӑ.

Шаккур банди лашасене ҫеҫ вӑрламан. Лайӑх ӑйӑр ун чух 200 тенкӗ, ӗне — 50, сурӑх 20 тенкӗ тӑнӑ. Хут укҫана питех шанманнипе, Шаккур хурахӗсем патша вӑхӑтӗнче кӑларнӑ ылтӑн укҫана ҫеҫ йышӑннӑ. Хуҫи лаша хыҫҫӑн шырама ан пытӑр тесе, вӑрланӑ чух выльӑх урисене ҫӑпата сыртарнӑ. Ун чух ялта пурте ҫӑпатапа ҫӳренӗ те, шыраса туп-ха ура йӗрри тӑрӑх? Хӗлле вара лашана пысӑк ҫуна ҫине ҫавӑрса ҫапнӑ та, ҫывӑхри яла — хӑйсен шанчӑклӑ ҫынни патне — илсе кайнӑ. Кайран пасара ҫул тытнӑ.

Пирӗн енче вӑрланипе ҫеҫ ҫырлахман, банда Ҫӗпӗр тата Мускав тӑрӑхне те ҫитнӗ.

Хурахсем лавккасемпе совет учрежденийӗсене те ҫаратнӑ. Сӑмахран, Нагаткинри больницӑран кӗпе-тумтир, супӑнь тата савӑт-сапа — пурӗ 133 пин тенкӗлӗх тӗрлӗ пурлӑх вӑрланӑ.

Шӑмӑршӑри вӑрманпромхоз кооперативӗн лавккинчен те 100 пин тенкӗлӗх тавар илсе тухнӑ».

Малалла Г.М.Ломоносов Шаккур бандине мӗнле тытнине кӗскен ҫырса кӑтартать:

«1925 ҫулхи кӗркунне преступниксен пысӑк йышне арестлеме май килчӗ, — тенӗ Г.М.Ломоносов. — Анчах та Шаккур Карак ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пек ҫухалнӑ. Чееленсе, засадӑсемпе облавӑсем йӗркелесе Хусантан килнӗ 30 милиционер Шаккура Хирти Сӗнтӗр ялӗнче ӗҫсе-ҫисе ларнӑ чух ярса тытнӑ».

1926 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче Хусанта РСФСР Верховнӑй Сучӗн вырӑна тухса ирттерекен ларӑвӗ уҫӑлнӑ. Шаккур Карак бандине 7 адвокат хӳтӗленӗ. Суд ларӑвне свидетельсемпе инкек тӳснисене йышлӑн илсе пынӑ. Калама кӑна вӗт: Шаккур банди Тутар автономи облаҫӗнче 1924 ҫулта 512 лаша, 1925 ҫулта 346 лаша тата ытти пурлӑх вӑрланӑ. Чӑваш автономи облаҫӗнче, Чӗмпӗрпе Мускав, Чулхула тӑрӑхӗсенче, Ҫӗпӗрте миҫе лаша вӑрланине шутласа та кӑларайман.

Материалсем пурӗ 38 том пуҫтарӑннӑ.

Суд Шаккур Каракпа пӗрле унӑн бандинчи 15 ҫынна персе вӗлерме, вӗсен мӗн пур пурлӑхне туртса илме йышӑннӑ. 1926 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче приговора пурнӑҫа кӗртнӗ.

Шаккур Карак ҫинчен хамӑрпа кӳршӗллӗ Патӑрьел район энциклопедийӗнче те ҫырса кӑтартнӑ, банда ку тӑрӑхри халӑха пысӑк сиен кӳнине асӑннӑ. Ман шутпа, Шӑмӑршӑ район энциклопедийӗнче те Шаккур пирки темиҫе йӗрке те пулин кирлехчӗ. Лайӑх-и, начар-и — ку вӑл пирӗн истори.

Темиҫе ҫул каялла пӗрле вӗреннӗ юлташсемпе Тутарстанри Кайпӑҫ районӗн Сабантуйӗнче пулнӑччӗ. Ҫак район пирӗн республикӑри Комсомольски тата Елчӗк районӗсемпе чикӗленет. Урхамахсен ӑмӑртӑвне курса тӑнӑ чухне ипподромри радиопа ҫапла пӗлтерчӗҫ: «Халӗ Шаккур бабай ячӗллӗ Кубокшӑн ӑмӑрту пулать!» Тӗлӗнмелле те, Шаккура кунта хисеплеҫҫӗ иккен, ӑна вырӑнти Робин Гуд пекех хаклаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен Шаккур пуянсене ҫеҫ ҫаратнӑ имӗш, чухӑнсене питех тивмен. Выҫлӑх ҫулӗсенче Шаккур чухӑн ҫынсене вуншар пӑт тырӑ, ҫӑнӑх, кӗрпе тата тӑвар парса пулӑшни ҫинчен те каларӗҫ мана. Те тӗрӗс ӗнтӗ, те суя — ӗненме те йывӑр.

Чӑнах та тӗлӗнмелле: Шаккура хурах та, ырӑ ӗҫ тӑвакан та теме пулать. Шаккур ҫын вӗлермен, ҫуртсене вут тивертсе ҫунтарман, ҫӗр-ҫӗр пуҫ лаша вӑрланипе кӑна ҫылӑха кӗнӗ. Анчах ку ҫылӑх та пӗчӗк мар. Ҫавӑнпа та эпир Шаккура халӑх паттӑрӗ теме ниепле те пултараймастпӑр.

Хусанти паллӑ писатель Евгений Сухов Шаккур Карак банди ҫинчен роман ҫырнӑ, ҫавӑн пекех киностуди фильм та ӳкернӗ. Шаккура халалласа юрӑ та ҫырнӑ: «Шаккур Карак Александр Пушкинӑн Дубровскийӗ пекех», — ҫапла калаҫҫӗ унӑн тӑван ялӗнче. Сӑмах май, вилес умӗн хӑйӗн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене: «Ан вӑрлӑр, таса чунпа пурӑнӑр!» — тесе хушса хӑварнӑ.

Ҫак халала Шаккур йӑхӗ асра тытса пурӑннӑ. Пӗр ывӑлӗ совет влаҫӗн ҫулӗсенче Узбекистанра министра ҫити ҫӗкленнӗ, тепри паллӑ ученӑй пулнӑ.

 

Ив.САЛАНДАЕВ, таврапӗлӳҫӗ.

Ӳкерчӗксем ҫинче: Шаккур Карак; Хурахсене персе вӗлерес умӗн (шурӑ кӗрӗкли — Шаккур Карак).

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Вӑрмар районӗ, #Кӗтеснер, #вӑрӑсем, #истори

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1133.81.6872
2022.12.12 22:08
Agabazar
Мĕншĕн «Карак» тесе мекĕçленетĕр?

Карак — тутар сăмахĕ. Чăвашла хурах тенипе пĕр килет.

Шаккур хурах темелле те — ĕçĕ те пĕтнĕ!
Agabazar // 1133.81.6872
2022.12.12 22:12
Agabazar
Чăвашла Википедире Шаккур хурах пирки статья пур. Ма çавна асăнмастăр тата?

https://cv.wikipedia.org/wiki/Шаккур_Хурах
Agabazar // 1133.81.6872
2022.12.12 22:34
Agabazar
Салантай хăта,

Шаккурсене «чапа кăлариччен» малтан урăх япаласем пирки те çырмалал мар-ши?

Акă, калăпăр, чĕрĕк ĕмĕр СССР авиаци индустрийĕн министрĕ пулнă Пётр Дементьев пирки.

Упи таврашĕнче хальхи вăхăтра унăн тăванĕсем, ратнисем пур-и?

Ăçта çуралнă вăл — Упире е Саплăкра?

Амăшĕ хăш ялтан — Çĕнĕ Йĕлмелтен е Çĕнĕ Улхашран?

Упи тăрăхне креппостла йĕрке пĕтнĕ хыççăн Петровка ялĕнчен куçса пынă хресченсем хăйсен вырăслăхне паянхи кунччен упранă-и?

Упи тăрăхĕнчи ялсенче хальхи вăхăтра 25 (çирĕм пилĕк) вырăс пурăнать. Камсем вĕсем? Çав Петровкăран килнисен тăхăмĕсем е хутăш килйышсенчи çынсем — кунта аякран качча килнисем тата киле кĕнисем???

Çак япаласене пурне те тирпейлĕн йĕркене кĕртмелле.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем