Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ иккен. Ҫакна тӳре-шара темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. 100 ачалӑх учрежденире паян 41-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак пӗчӗк цифра пӑшӑрхантармаллискер марри паллӑ ӗнтӗ. Апла тӑк, ача ҫуртӗнче пурӑнакансен йышӗ чакни куҫ кӗрет (ҫав вӑхӑтрах куккук амӑшсен йышӗ сахалланать-ши? Кӑна, шел те, пӗлейместпӗр). Ача ҫурчӗсенче пурӑнакансен шучӗ пӗчӗкленсе пыни патшалӑх ачасене ҫемьене усрава парассипе ҫине тӑнипе те ҫыхӑннӑ. Тӑван мар тӗпренчӗке кил ӑшши паракансене укҫа-тенкӗпе те пулӑшаҫҫӗ-хавхалантараҫҫӗ. Маларах, сӑмах май, Етӗрнери ача ҫуртне хупнӑччӗ. Юрӗ, канашри патнех таврӑнам-ха. Унта паян пурӑнакан 41 ачаран 17-шӗ ҫул ҫитнипе кӑҫал ун ҫунатти айӗнчен тухса каять иккен. Тепӗр вуннӑшне усрава илес кӑмӑллисем пур. Ытти 14-шне ытти ача ҫурчӗсене яраҫҫӗ иккен.
Ача ҫуртне хупас шухӑш патне вӑл кивелнӗрен те ҫитнӗ-мӗн. Тата, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта тӑрӑшакансене хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫласа ҫитерейменшӗн те министерство кӑмӑлсӑр-мӗн. Ара, паян унта пурӑнакан 41 ачаран ҫиччӗшӗ вӑл е ку енӗпе харсӑрланнӑшӑн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекцире шутра тӑрать иккен.
Ларура прокуратура ӗҫченӗ тӑлӑхсен шучӗ ӳссе кайсан лару-тӑру ҫивӗчленмӗ-ши тесе те кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ку ыйтӑва хуравланӑ май вӗренӳ министрӗ хӑйсене пӑхӑнса тӑракан учрежденисенче 129, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин тытӑмӗнчисенче 126 пушӑ вырӑн пуррине пӗлтернӗ.
Хыҫсӑмах вырӑнне калас сӑмахӑм та пур-ха. Мана вара, материал хатӗрленӗ май, юлашкинчен асӑннӑ 14-шне шел пулса кайрӗ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем кил ӑшшине тупайманшӑн; иккӗмӗшӗнчен: мӑнтарӑнсен халӗ ҫӗнӗ ҫӗрте пурӑнма хӑнӑхма тивет.