Ӗнер, утӑн 9-мӗшӗнче, республикӑра 4 ҫӗрте пушар тухнӑ. Аслатие пула Красноармейски районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче 36 ҫулхи кил хуҫин сарайӗ хыпса илнӗ. Инкек кӑнтӑрла аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче тухнӑ. Хыпса илнӗ сарайран ҫулӑм самантрах ытти кил таврашӗнчи ҫурт-йӗрсем ҫине куҫнӑ. Вутпа кӗрешекенсем пырса ҫитнӗ-ҫитмен пушара ҫулӑма кӳршӗри кил-ҫуртсем ҫине куҫма паман. Анчах та пурпӗрех кил хуҫин 50 пин тенкӗлӗх шырлӑх курма лекнӗ.
Тепӗр инкекӗ ҫак кунхинех 13:30 сехетсем тӗлнелле тухнӑ. Улатӑрти Пролетари урамӗнче 66 ҫулхи хӗрарӑмӑн уйрӑм кил ҫурчӗ хыпса илнӗ. Пушар кил хуҫине 200 пин тенкӗлех шырлӑх кӳнӗ. Ҫулӑм айӗнче кил-ҫурт тӑрри, кил-хуҫалӑх ҫурт-йӗресене, пурлӑх пӗтнӗ. Пушар тухнӑ сӑлтавне паянхи куна тӗпчесе пӗлмен-ха.
Ҫак кунхине каҫ-кӳлӗм еннелле Элӗк районӗнчи Шоркасы ялӗнчи сарай ҫунма пуҫланӑ. Сӑлтавӗ вара — кил-хуҫӑлӑхра усӑ курмалли техникӑпа асӑрхануллӑ пулманнинче. 62 ҫулхи кил хуҫи ҫурт-йӗр ҫумӗнче лупасая ӑсталанӑ чухне болгаркӑн хӗмӗ утӑ купине лекнӗ, ун хыҫҫӑн сарай та тивсе илнӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара сехетрен ҫеҫ сӳнтерме пултарнӑ — сарай тӑрри тӗпипех ҫунса кайнӑ, кӳршӗ ампар хӳми юрӑхсӑрланнӑ.
Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 558 пушар тухнӑ. (пӗлтер ҫак вӑхӑт хушшинчен — 562). Пушарсем 31 миллион яхӑн тенкӗ (2012 ҫулта — 44 миллион ытла тенкӗ) сиен тунӑ. Пушар 48 ҫын пурнӑҫне татнӑ (пӗлтер — 51). Ҫак инкексенче кӑҫал 44 ҫын сусӑрланнӑ (2012 ҫулта — 80 ҫын). Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем 221 ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултарнӑ, 329 миллион яхӑн тенкӗлӗх пурлӑха упраса хӑварнӑ.