Республикӑра
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнче метан заправка уҫӑлнӑ. Вӑл — Ситуккасси ялӗ тӗлӗнче. Заправкӑра икшер колонка вырнаҫтарнӑ. Кашнинче пӗр харӑсах икшер машина заправка витӗр тухайӗ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ заправка пулӑшӑвӗпе сехетре 10 машинӑран кая мар, талӑкне вара 55 машина таран усӑ курайӗ. Шупашкарпа Чулхула хушшинче унччен апла заправка пулман иккен. Унтах автомобильсен зарядка станцине те вырнаҫтарнӑ. Канаш районӗнче те метан заправка уҫӑлӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн ҫурринче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |