Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти "Университет" микрорайонта ыран ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Вӑл "Маленькие академики" /чӑв. "Пӗчӗк академиксем"/ ятлӑ. Вӑл Кураков бульварӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫӗ. Чӑннипе, ача пахчи ҫулталӑк кая юлса уҫӑлать. Унӑн пӗлтӗр кӗркуннех ачасене йышӑнмалла пулнӑ. Анчах подрядчик объекта вӑхӑтра туса пӗтермен. Виҫӗ хутлӑ ача пахчине ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах 250 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Унта 14 ушкӑн йӗркелӗҫ. Ачасен бассейнра чӑмпӑлтатма та май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |