Ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, Улатӑрта 16:30 сехетре 30 минут хушши вӑйлӑ ҫил алхаснӑ, аслати кӗрленӗ пулнӑ. Ҫак ҫанталӑка пула 70 яхӑн йывӑҫ хуҫӑлнӑ, 73 ҫӗрте электричество линийӗ татӑлнӑ. Унсӑр пуҫне 21 кил-ҫуртпа нумай хваттерлӗ ҫуртсем шырлӑх курнӑ. Ҫутӑсӑр 5 пин ҫын тӑрса юлнӑ, газсӑр вара — икӗ уйрӑм ҫурт. Паянхи куна специалистсем 80 метр газ проводне улӑштармалли ҫинчен палӑртаҫҫӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр кил-ҫурт тӑррисем те юрӑхсӑрланнӑ.
Улатӑр администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх инкеке сирес тӗлӗшпе паянхи куна Улатӑрта 9 бригада ӗҫлет, ӗҫе пӗтӗмӗшле утӑн 10-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.