Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрне юр ҫунинчен пуҫланчӗ. Малалла мӗнле ҫанталӑк пулӗ-ха? Синоптиксем мӗн каланине пӑхса тухар. Паян Шупашкарта 5 сехетре 5 сантиметр хулӑнӑш юр суса лартнӑ. Каҫхине тата ҫӗрле малалла ҫӑвӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ирӗлмесен те пултарӗ. Апла пирӗн пата хӗлле ҫитрӗ! Паллах, хушӑран юр ирӗлкелӗ, анчах ҫӗнни ҫусах тӑрӗ. Юнкун каллех юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Шӑматкун ҫеҫ ҫума чарӑнӗ. Ҫапла чӳкӗн 9-мӗшӗччен типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кайран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче ӑшӑтасса кӗтмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |