Тутарстанӑн тӗп хулинче пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен «Восточный базар в Казани» (чӑв. Хусанти тӗрӗк пасарӗ) пысӑк шайри калӑпӑшлӑ музыка фестивалӗ иртӗ. Унта Чӑваш халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ Августа Уляндина тата «Ярды» халӑх юррин театрӗ — этно-фолк ушкӑн хутшӑнӗ.
Тӗрӗк халӑхӗсен эстрадин пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш фестивалӗ юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурӑпа кану комплексӗнче иртӗ.
Гала-концерта 10 ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн 12 регионӗнчи коллективсем хутшӑнӗҫ. Сумлӑ йышра — Августа Уляндинан Халӑх юррин театрӗ. Асӑннӑ ушкӑн чӑваш юррине ҫӗнӗлле янӑратать.