Мускавра пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене улталаса пуйнӑ. Вӑл Чӑваш Енри 81 ҫулти кинемее те чутах шӑнман пӑр ҫине лартса яман.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кинемей Шупашкарти Гузовский урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ, такама 50 пин тенкӗ куҫарса пама тӑнӑ. Банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ, ватӑ хӗрарӑма укҫана куҫарма паман. Вӑлах кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Кинемее ултавҫӑсем шӑнкӑравласах тӑнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче «МММ» пирамидӑра «ҫунса кайнӑ» укҫашӑн компенсаци пама шантарнӑ. Кинемей чутах вӗсене пысӑк укҫа тыттарса яман. Ҫапах вӑл ултавҫа 11,5 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ.
Agabazar // 1085.47.8759
2022.10.18 08:53 | |
Кинемей банк ӗҫченӗ пулӑшнипе ултавҫӑ серепине лекессинчен хăтăлнă. |