Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӳрт тата ҫурт

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.10.2022 15:12 | 2616 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекере ман шутпа пӳртпе ҫурт сӑмахсене ӑнлантарса пани ҫитмест. Ку икӗ сӑмаха этимологсем тахҫанах тӗпченӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пулнине ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ. Ҫавах та хам енчен гипотеза шайӗнче урӑх верси сӗнсе пӑхасшӑн.

Ҫурт тени тӗрӗксен юрта сӑмахпа тан пулнинче ним иккӗленӳ те ҫук-ха. «Й» сасӑ йотацизма пула «Ҫ» сасса куҫнӑ та хайхи «йурт»-ран «ҫурт» пулса тӑнӑ. «Пӳрт» тени вара мана яланах шухӑша яратчӗ. Пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ-ҫке. Ҫуртпа пӳрт хушшинче расналӑхне те палӑртма йывӑр. Вӗсене синонимсем тесе те калама юрать.

«Пӳрт» сӑмах пирӗн чӗлхене марисенчен лекнӗ теҫҫӗ. Фасмер Балтипе славянсен тӑрӑхӗнчи сӑмах тесе ҫирӗплетет. Пирӗн тӗпчевҫӗсем те килӗшеҫҫӗ, ун тӗпчевне илсе параҫҫӗ. «Пӳрт» имӗш мари чӗлхинче «ҫурт» пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех финнсен, вепссен тата ыттисен ҫавнашкал сӑмахах «мунча» (тепӗр май каласан, пӗчӗк ҫурта палӑртаканскер) пӗлтерӗшлӗ. Авалхи славян чӗлхинче те унашкал сӑмах пур тет.

Ман шутпа вара, гипотеза шайӗнче, «пӳрт» сӑмаха «пураллӑ ҫурт» сӑмах майлашӑвӗ кӗскелнипе пулнине пӑхма пулать. Чӑн та, пӳрт тенине ытларах енӗпе пураласа тунӑ ҫурта калаҫҫӗ. Ҫапла май авалхи чӑвашсем унашкал пурӑнмалли хуралтӑна е «пураллӑ ҫурт» е «пура ҫурт» теме пултарнӑ. Кӗскелсен вара «пӳрт» пулса тӑнӑ (унашкал кӗскелме пултараймасть тесе ан калӑр — ав, калӑпӑр, «Йӗрӗх шу» кӗскелсе «Йӑршу» пулса тӑнӑ). Тепӗр хут каласа хӑваратӑп, ку гипотеза шайӗнчи шухӑш кӑна.

«Пура» — тӗрӗк чӗлхинчи сӑмах, «ҫурт» та ют мар. Пуралама ку тӑрӑха куҫса килсен ҫеҫ вӗреннӗ тени те ман шутпа йӑнӑш (авалхи Пӑлхар хулине чавнӑ чухне унта пураланӑ ҫуртсем тупнӑ). Ун пек пулсан «пура» сӑмах тӗрӗксенчен мар килӗччӗ пирӗн лексикӑна — «пӳрт» пекех марисенчен. Балти-славян чӗлхисенчи «мунча» пӗлтерӗшлӗ «пӳрт» вара ман шутпа пӗрешкел илтӗнекен сӑмахсем. Тен марисем те «пӳрте» пирӗнтен илнӗ…

Сӑмах май. Чӑваш чӗлхинче «ҫурт-йӗр» текен сӑмахҫаврӑнӑш пур. Эп маларах «йӗр» пайӗ «йӗрке» сӑмахран пулнӑ пуль тесе шутласаччӗ. Кашнинчех этимологи словарьне уҫса тӑмастӑн-ҫке... Пӳртпе ҫурта тишкернӗ май, «ҫурт-йӗр» сӑмахмайлашӑвӗнчи «йӗр» пайӗнче «ҫӗр» сӑмах пытаннине пӗлтӗм. Тепӗр май каласан ӑна «ҫурт-ҫӗр» тесе вуламалла. Вӑл ҫурт йышӑнакан ҫӗре, лаптӑка пӗлтерет. Вӑт ҫавнашкал кӑсӑклӑ япаласем пирӗн чӗлхере пытанаҫҫӗ.

Пӗтӗмлетсе калани. «Пӳрт» сӑмах чӑваш сӑмахӗсенченех пулма пултарни пирки, ӑна марисенчен йышӑнмасӑр та пултарни мӗн шухӑшлатӑр? Комментарире хӑвар шухӑшӑрсене пӗлтерӗр.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #этимологи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2457.86.3280
2022.10.11 15:11
Agabazar
Йăршу мар, Йăршшу. Мĕншĕн тесен ш янрамасăр илтĕнмелле.
Agabazar // 2457.86.3280
2022.10.11 15:16
Agabazar
Происхождение, этимология:

па́перть

ж., блр. па́перць, др.-русск. папьрть "преддверие: церковный притвор, паперть" (Устав ХII в., Устюжск. кормч. и др.; см. Срезн. II, 878), ст.-слав. папръть νάρθηξ, "vestibulum" (Супр.), болг. папрът. Из ра- + *рьrtь, т. е. "передняя"; см. Фасмер, Гр.-сл. эт. 142; RS 5, 120; Буга у Преобр. II, 14 и сл.; Маценауэр, LF 12, 189; Мi. ЕW 231; Ильинский, РФВ 70, 265; Желтов, ФЗ, 1876, вып. 4, стр. 52 и сл.; Перссон 474 и сл. Нередко сближают далее с пере́ть, пру. Неприемлемо произведение из греч. παραπόρτιον (Христ. Чтение, 1891, вып. 4, стр. 148 и сл.) или из *παραπετάζω παραπετάννυμι "свешиваюсь спереди" (Христ. Чтение, 1891, вып. 1, стр. 202 и сл.; AfslPh 16, 560); см. Павлов, ЖМНП, 1890, окт., стр. 11; AfslPh, там же. Неприемлемо также объяснение из ра- + лат. роrtа, вопреки Мурко (WuS 2, 128). Ср. при́пер(е)ток "предбанник" и перть.


Этимологический словарь русского языка. Фасмер Макс
Евразиец // 1855.68.3619
2022.10.13 12:56
Здесь очень интересное и двусмысленное в заглавии: "Пÿрт тата çурт", что означет пÿрт это не çурт, а çурт это не пÿрт. Логически через союз "тата" так ведь выходит. Например, "сĕтел тата виçĕ пукан". А в заметке: "Пÿрт тата çурт"

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем