Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти арҫын качакине кайса кӑкарнӑ та тепӗртакран ӑна кайса пӑхнӑ: лешӗ вилнӗ. Чӗрчуна йытӑсем туртса ҫурнӑ иккен.
Арҫын тӑкака саплаштарасшӑн. Вӑл кун тӗлӗшпе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ те ҫакна палӑртнӑ: вырӑнти хӑйтытӑмлӑх килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем тӗлӗшпе ӗҫлесе ҫитереймен. Ҫавна май вӗсен саккунпа килӗшӳллӗн йытӑсем кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.
Хальхи вӑхӑтра заявление судра пӑхса тухаҫҫӗ.