Аслисем кашни шӑпӑрлана паракан «Ӳссен эсӗ кам пулан?» ыйтӑва ылмаштарса каланине эсир ӑнлантӑр пулӗ. Улатӑрти 2-мӗш колонире ларакан хӗрарӑмсемпе ҫак темӑпа нумаях пулмасть ӗҫсӗрлӗх службин ӗҫченӗсем калаҫнӑ. Тӗрмере ларакансемшӗн ку ҫӗнӗ мероприяти мар-мӗн-ха. Ирӗке тухсан ҫӗнӗ пурнӑҫа хӑнӑхтарас тӗллевпе ун пек калаҫӑва тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ иккен.
Айӑплав вӑхӑчӗ иртнӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫма пулӑшас тӗллевпе хӗрарӑмсене хальхи вӑхӑтра кирлӗ профессисем пирки каласа кӑтартнӑ. Резюме мӗнле шӑрҫаламаллинчен тытӑнса пӗр-пӗр организацие кайсан епле тытмалли таранах вӗрентнӗ. Ӗҫ шыранӑ чух халӗ радио-телевиденири, ҫавӑн пекех Тӗнче тетелӗнчи информаципе те усӑ курма пулассине пӗлтернӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем тӗрлӗ профессие — сутуҫӑна, парикмахера, ҫӗвӗҫе, повара тата ыттине вӗрентни пирки те уҫӑмлатса панӑ.