Шупашкар хулинчи пӗр хваттерте кӑсӑклӑ пулӑм асӑрханӑ. Хулара пурӑнакан Ильнара (вӑл пурӑнакан ҫурт Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ) пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен хваттерне икӗ кун хушши ҫара ҫерҫи хӑнана пырса кайнӑ иккен.
— Вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче эпӗ варени вӗрететтӗм, каҫ кӳлӗм ӑна сивӗнме лартас терӗм. Ирхине вара тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн сасартӑк тазра ҫара ҫерҫи ишнине асӑрхарӑм. Ку ҫеҫ те мар, тепӗр кунхине вӗсем виҫҫӗн пырса кӗчӗҫ. Ҫӳрҫӗр иртнӗ 2 сехетре эпир ҫунат ҫапнӑ сасӑран вӑранса кайрӑмӑр. Ҫара ҫерҫисене курсан вара кусем варени тутанма килнӗ ӗнтӗ тесе пуҫа хыҫкаларӑмӑр. Чӑн та тӗлӗнтермӗш япала. Ытти кун та хӑнана кӗтмелле пулӗ-ши, — пӗлтерет Ильнара Аушева.
Чӗрчун пурнӑҫне ӑҫта пӗлекенсем ҫак ӗҫ-пуҫ хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулма пултарни ҫинчен палӑртаҫҫӗ.
— 15 ҫул каярах ҫара ҫерҫи йышӗ республикӑра пысӑкрахччӗ, халь вара сахалрах вӗсем. Хӗрлӗ кӗнекене те кӗртнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та сайра хутра ҫеҫ тӗл пулайӑн, — ҫапла хакланӑ «Сӑрҫум» заповедникӑн директор ҫумӗ Александр Димитриев.