Сывлӑх
![]() techinsider.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли ҫӗнӗ вакцина илсе килӗҫ. Вӑл сӑмсана сирпӗтмелли спрей евӗр пулӗ. Ӑна та, «Спутник V» евӗрех, икӗ хутчен тумалла: пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн 3 эрне иртмелле. Кунашкал вакцина уколран хӑракан ҫынсемшӗн меллӗ. Ӑна сӑмсана сирпӗтсен кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен иммунитет аталанать. Вирус шӑпах сӑмсан тата ҫӑварӑн йӑлмакаллӑ сийӗ урлӑ организма лекет-ҫке-ха. Халӗ республикӑна насадкӑсем илсе килессе кӗтеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑнах прививка кампанине ҫӗнӗрен пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |