Шупашкарта пурӑнакан 60 ҫулти хӗрарӑм чутах ултавҫӑсене 700 пин тенкӗ куҫарса паман. Юрать, банк ӗҫченӗ ӑна вӑхӑтра ӳкӗте кӗртнӗ.
Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах ӗҫленӗ: шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илесшӗн пулнине пӗлтернӗ. Укҫана сыхласа хӑварас тесен хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла-мӗн. Хӗрарӑм банк инҫе вырнаҫнине каланӑ. Ултавҫӑсем ун валли такси чӗннӗ. Такси укҫине хӗрарӑмӑн хӑйӗнех тӳлеме тивнӗ-ха. Ҫав палламан ҫын банк ӗҫченӗсене нимӗн те шарламалла маррине асӑрхаттарнӑ.
Банка ҫитсен хӗрарӑм хӑйӗн 700 пин тенкине илнӗ. Унти ӗҫчен мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Хӗрарӑм укҫана ултавҫӑсенчен ҫӑлнине каланӑ. Банк ӗҫченӗ укҫана ниҫта та куҫармалла маррине ӑнлантарнӑ. Халӗ ҫав ултавҫа шыраҫҫӗ.