Апат-ҫимӗҫ
![]() Вконтакте сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем лавккасенчи апат-ҫимӗҫ хакӗсене кашни эрнерех тишкереҫҫӗ. Ку ӗҫе хаксем тӑрук сӑлтавсӑрах хӑпарса каяран тӑваҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче хулари лавккасенче пулӑ консервин хакӗ самай чакнӑ: 98 тенкӗ йӳнелнӗ. Услам ҫу хакӗ те палӑрмаллах пӗчӗкленнӗ: 52 тенкӗ чакнӑ. Рис вара 23 тенкӗ йӳнелнӗ. Ҫавӑн пекех ҫӑратнӑ сӗт, тӗтӗмленӗ кӑлпасси, панулми, сӗт, ҫӑмарта, хура тул хакӗ кӑштах чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |