2008-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкарта пысӑк промышленность центрӗ — индустриллӗ техника паркне уҫасшӑн. Кун пирки хула мэрийӗн пресс-служби пӗлтерчӗ.
Хула мэрийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл центр валли пурӗ 10 гектар ҫӗр уйӑрса парасшӑн, производство лаптӑкӗ 25 пин тв. м. ытла пулӗ, ӑна хута ямашкӑн 30 миллион доллар укҫа-тенкӗ тӑкаклама шутланӑ.
Чи малтан бетонпа пуҫтаруллӑ тимӗр-бетон кӑларакан заводсем туса лартма палӑртнӑ. Вӗсен шутне хӑвӑллӑ мачча плитисене кӑларан цехсем те кӗрӗҫ.
Иккӗмӗш хутӗнче вара горизонтальлӗ тата вертикальлӗ май хӑпартмалли элементсене тата металл конструкцийӗсен завочӗсене тума палӑртнӑ.
Технопарка регионти промкомплекса аталантармалли тата "Раҫҫей гражданӗсене ҫителӗклӗ тата хӑтлӑ ҫуртсемпе тивӗҫтересси" патшалӑх проекчӗсене пурнӑҫламашкӑн туса лартӗҫ. Технопарк инвесторӗ тата тӑваканӗ — "Крост" концерн.