Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ай юрлар-и, ай ташлар-и» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Алевтина Петрова-Пирогова.
Кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать: инсценировкӑсенчен, музыка вӑййисемпе нотӑсемлӗ юрӑсенчен. Кӗнекере Ҫӗнӗ ҫул, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне ирттермелли, ача пахчипе сывпуллашмалли сценарисем вырӑн тупнӑ. Чӑваш вӑййисенче автор хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнчи – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти – фольклорпа усӑ курнӑ.
Алевтина Петрова-Пирогова 1951 ҫулта Шуршӑлта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче ӗҫленӗ. 1975 ҫулта тӑван ялне таврӑнса «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Мероприятисене чӑвашла ирттерессипе нумай ҫине тӑнӑ. Ача пахчинче 34 ҫул тимленӗ вӑхӑтра чӑвашла нумай сценари ҫырнӑ, вырӑсларан та чӑвашла куҫарнӑ.