Юлашки ҫулсенче ял кунӗсене ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Шулхан ялӗнче пурӑнакансем вара ӑна чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Вырӑнти Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, авалхи йӑлана тытса кив шулхансем Сӗрен уявне те йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та унта халӑх йышлӑ пухӑннӑ.
Ҫынсене Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Г. Егоров, район администрацийӗн юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Степанов саламланӑ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр ӗнтӗ вӑл? «Асамат» эстрада ушкӑнӗ ҫынсене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Хаваслӑх пирки каласан, халӑхӗ хӑй те тунсӑхлӑн ларман-ха: спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннӑ.