«Юрма» ятпа пӗлнӗ предприятире харпӑрлӑхҫӑ улшӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗлле ӗҫлеттерсе яма палӑртаҫҫӗ. «Мега Юрма» тулли мар яваплӑ общество ӗҫӗ-хӗлӗпе республика Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ.
Производствӑн ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫисем продукцие ҫӗнӗ брендпа — «CHUVA» ятпа — кӑларма тытӑннӑ.
«Ҫӗнӗ ребрендинг савӑнтарать, мӗншӗн тесен эсир ята ылмаштарнипех ҫырлахман, ӗҫе йӗркелессине те тӗпрен улӑштарнӑ, – ырланӑ Олег Николаев. – Кунта ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе ӗҫлетӗр, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ӳсет».
Предприятире инкубатор ҫӑмарти туса илмелли репродуктор та ӗҫлеттерсе ярасшӑн.